Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ балалайка ӑсти, музыкант, дирижёр, педагог Эдуард Борисов 85 ҫул тултарнӑ.
Эдуард Борисов — Чӑваш АССРӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Пулас музыкант Ижевскра ҫуралнӑ, Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. 1966 ҫулта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче преподавательте ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта вӑл балалайка класне пуҫарса янӑ, халӑх инструменчӗсен оркестрӗн ертӳҫи тата дирижёрӗ пулнӑ. Пӑнтӑртаттарса каламалли халӑх инстурменчӗсен уйрӑмӗнче ӗҫленӗ. 1999-2017 ҫулсенче училищӗн симфони оркестрне ертсе пынӑ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче паллӑ чӑваш композиторӗ Григорий Хирпӳ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартнӑ. Унта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Элла Леонтьева, Елена Ананьева, Татьяна Асламас, Ольга Шарыкина, училище преподавателӗсем Раиса Андреева, Надежда Данилова, Зоя Долгова, вокал уйрӑмӗн студенчӗсем Мефодий Галкин тата Роман Волков хутшӑннӑ.
Григорий Хирпӳ 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хусан кӗпернинчи Шупашкар уесӗн (халӗ Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗ) Чикмеҫын ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри консерваторире пӗлӳ илнӗ. Чӑвашрадиори вокал ансамбльне, Чӑваш Енри Хор обществине чылай ҫул ертсе пынӑ.
Пултарулӑх енӗпе 50 ҫул ытла ӗҫленӗ хушӑра Григорий Хирпӳ тӗрлӗ жанрлӑ тата содержаниллӗ 5 пин ытла вокал сочиненийӗ ҫырса хӑварнӑ. Григорий Хирпӳ 1983 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Культура училищин сцени ҫинче нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне Нина Трифоновна Панинӑна асра тытса «Улӑп ҫӗрӗ» театрланӑ спектакль лартнӑ.
Чӑваш республикин культура училищин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак постановка куракансенче чӑваш культурин тӗнчипе паллаштарать: кунта чӑваш кӗввисем янӑраҫҫӗ, пуян чӑваш тӗррипе илемлетнӗ наци костюмӗсем курӑнаҫҫӗ. Постановкӑна Нина Панина режиссер тунӑ. Унӑн ӗҫне вара унпа пӗрле ӗҫлекен Григорьев Владимир Николаевич, ҫавӑн пекех ҫамрӑк режиссер Петров Григорий тата педагог-хореограф Казаков Сергей вӗҫленӗ.
Театрланӑ спектакле хатӗрлес ӗҫе пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Пулас сцена ӑстисене Комсомольски районӗнчи «Каҫал», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сӗнтӗр», Элӗк районӗнчи «Валинкке фольклор ансамблӗсем пулӑшнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ачасен пӗр ушкӑнӗ Мускава тухса кайнӑ. Йышра тӗрлӗ ӳсӗмрисем пур: 10 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхисем таранах. Вӗсен шутӗнче Республикӑн культура училищинче, Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Шупашкарти вӑтам шкулсенче вӗренекенсем пур иккен. Ушкӑна ҫӑмӑллӑхлӑ категорие кӗрекен ҫемьесенчи, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе вӗренӳре пиллӗкпе ӗлкӗрсе пыракансем кӗни пирки пӗлтерет Чӑваш Енӗн Культура министерстви.
Ачасене «Пирӗн хыҫра — Мускав» турист маршручӗпе ҫула илсе тухнӑ иккен. Ку проекта хамӑр ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен культура эткерлӗхне ачасем хушшинче сарасси пирки Раҫҫей Президенчӗ хушнине пурнӑҫланӑ май пуҫарнӑ-мӗн. Ҫула тухнисене Мускавсӑр пуҫне Калуга тата Тула хулисене кӑтартӗҫ.
Вырӑс ҫыравҫи Александр Пушкин ҫуралнӑ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑра вырӑс чӗлхин пӗрремӗш уҫӑ фестивалӗ иртӗ.
Ун умӗн, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, техникум-колледжсенче, училищӗсенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем вырӑс чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Фестивале хутшӑнакансене Раҫҫейри вырӑс тымарӗсене, вырӑс чӗлхин историне, хальхи правилӑсене мӗнле пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Фестивальпе килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех сӑвӑ вулакансен конкурсне ирттерӗҫ. Унта хутшӑнакансем Александр Пушкин поэзийӗн Ылтӑн фондӗнчи чи лайӑх сӑвӑсене халӑх умӗнче вулӗҫ.
Ҫавӑн пекех фестивальпе килӗшӳллӗн курав, конференци, видеохӑтлав йӗркелӗҫ. Мероприятисем Шупашкарти электромеханика колледжӗнче тата культура училищинче иртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене те унтах чыслӗҫ.
Культура отраслӗ валли специалистсем хатӗрлекен Чӑваш патшалӑх культура институтне Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви тухӑҫсӑр ӗҫлекеннисен шутне кӗртнӗччӗ. Спецификӑллӑ ун пек аслӑ шкула «кӗмӗл» туса илме ҫӑмӑл маррине ӑнланма пулать ӗнтӗ. Культура отраслӗнчи специалистсем хатӗрлекен института укҫа парсах вӗренме кӗрес текенсем ҫукрах-тӑр. Анчах тепӗр мониторинг тӗлне ӑна тухӑҫлисен шутне кӗртесшӗн. Кун пирки ӗнерхи пресс-конференцире республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ.
Лару-тӑру халех лайӑхланма пуҫланӑ иккен. Аслӑ шкула вӗренсе пӗтернисенчен специальноҫпа ӗҫе вырнаҫнисен шучӗ унччен 96 процентпа танлашнӑ тӑк, халӗ ку цифра та пысӑкланнӑ-мӗн. Шучӗпе вӑл 98 процентпа танлашмалла иккен. Хальхи вӑхӑтра культурӑпа ӳнер институчӗпе культура училищине пӗрлештерес ӗҫ пырать. Ҫакӑ та аслӑ шкул тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |